Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тирҫӗ словарӗ

Ум сӑмах вырӑнне

Тир, тиртен ҫӗленӗ тум ҫинчен 2005 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21, 22, 27, 28-мӗшӗсенче "Хыпарта" пичетленнӗ тумтир словарӗнче ҫырнӑччӗ.
Унтах тӗрлӗ тир ячӗсемпе паллаштарнӑччӗ. Чӑвашра усӑ куракан тир ячӗсене аса илтерем. Чӗрӗ тир, выльӑха пуссан сӳсе илнӗ тир. Тунӑ тир, кӗрӗк тир, сӑран тир, чӗн /чӗнлентернӗ/ тир, ҫара тир, ҫӑмсӑр тир, пусма /усма/ тир. Тӗсне пӑхса: хура тир, тупленка /дубленка/ тир, хром тир, сарӑ тир, шурӑ тир.
Тире тирҫӗ тӑвать. Вӑл тир тумалли ӗҫ йӗркине пӗлет. Тир тунӑ чухне ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курать.
Ӑнланмалла пултӑр тесе ӗҫ уйрӑмӗн йӗркипе паллаштарӑпӑр:
1. Тирҫӗ чӗрӗ тире /тирсене/ кирлӗ таран пуҫтарать.
2. Чӗрӗ тире тир чанӗнче, шывра пусарса е ҫакса путарса шӳтерет.
3. Вӑхӑт ҫитсен шывран кӑларса кашта ҫине ҫакса сӑрӑхтарать. Ун ҫине ҫыпӑҫнӑ япаласене илсе тасатать.
4. Шӳнӗ тире тайлӑк каска е чарак, е кусла, е тунката ҫине хӳрипе аялалла хурса ун ҫинчи ҫурхахне, юлнӑ ҫу парне вӑрӑм ҫӗҫӗпе, ятарлӑ хыркӑчпа хырса илет.
5. Йӳҫӗк ҫӗпре /халӗ тӑвар йӳҫекӗн ирӗлчӗкне /кислотине/ хушса тӑвать.
6. Ҫурхахран /мездраран/ тасатнӑ тирсене пӗрин хыҫҫӑн теприне, ҫӑм енӗпе сӗтел ҫине хурса, йӳҫӗк сӗрсе, тире хӗррисенчен кукӑле тавӑрса пӳкленӗ пек савӑтлаҫҫӗ. Савӑтласа тӑваткалланӑ тирсене пӗр-пӗрин ҫине купалаҫҫӗ. 7-8 сехетрен йӳҫеке сӗрсе тирсене "кайри мала" туса каллех купаласа тӑратаҫҫӗ.
7. Тепӗр кунне сарайӗнчи уҫӑ вырӑнта кашта ҫине ҫакса типӗтеҫҫӗ.
8. Типнӗ тире ункӑ ҫине йӑлласа урапа тапса тӑсакан ҫекӗлпе турта-турта ҫемҫетеҫҫӗ. Тирне тӑрӑхла, ун хыҫҫӑн урлӑ туртса сараҫҫӗ.
9. Шурӑ /пусма/ тир кӑна тусан тире сӗтел ҫине хурса йӗтрепе /катокпа/ кустарса якатаҫҫӗ, хӑйӑр хӑйрипе хырса якатаҫҫӗ. Пурӑ, алебастр ҫӑнӑхӗ сапса, хырса шуратаҫҫӗ, йӑваласа, туртса ҫемҫетеҫҫӗ.
10. Тир ҫинчи ҫӑмне кирлӗ таран касса шӑртпа, тимӗр чӗрнепе, тимӗр турапа чавса, тураса якатаҫҫӗ, хӑпартаҫҫӗ. Хачӑпа йӗри-тавра ҫурӑлнӑ кӗтесӗсене касса тире йӗркене кӗртеҫҫӗ.
11. Тире сӑрлама е пӗветме сӑрӑ шӗвекне хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ҫапла тӑваҫҫӗ: Типӗтнӗ йывӑҫ /йӑмра, юман.../ хуппине авӑртаҫҫӗ, ҫӑнӑх тӑваҫҫӗ. Хуранпа шыв вӗретеҫҫӗ. Ун ҫине сӗлт шывне, им-ҫам курӑкӗсене, йывӑҫ ҫӑнӑхне яраҫҫӗ, татах вӗретеҫҫӗ. Шыва сӑрӑлансан хурантан ала витӗр тир ямалли каткана пушатаҫҫӗ. Сивӗ шывпа хутӑштарса лӗплениччен сивӗтеҫҫӗ /40-45° С/. Ун хыҫҫӑн каткана тасатнӑ тирсене майласа тултараҫҫӗ. Пӗр-икӗ сехетрен тирсене каткара "кайри-мала" туса улӑштараҫҫӗ. Ҫапла тирсене сӑрласа пӗветнӗ.
12. Сӑрланнӑ тире сарайӗнче тӑрӑхла ҫакса, ятарлӑ ункӑсем ҫине туртса, сарса типӗтнӗ.
13. Типӗтнӗ тире нӳрлентерсе туртса сарнӑ. Ҫӑмне, кӗтӗссисене касса йӗркене кӗртнӗ. Шӑртласа, тураса мамӑкланӑ, ӑшӑ тытаслӑхне ӳстернӗ. Ҫӗвӗҫсем хатӗр тиртен кирлӗ тумтир ҫӗленӗ.
14. Тире сӑрличчен ӑна ҫӑвӗнчен тӑм лӑпракипе, чустипе тасатаҫҫӗ. Шӗвӗк тӑма 2-3 см хулӑнӑш тир ҫине /ҫӑмӗ енне/ сӗреҫҫӗ, ҫакса типӗтеҫҫӗ. Тӑмне шаккаса тасатаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе 5-6 хутчен пурнӑҫлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн тире шаккаса тата шӳтерсе ҫуса, йывӑҫ тӗркӗҫпе тӗртсе, тӳсе тасатаҫҫӗ.
Чӑвашсем ытларах кӗрӗк валли тир хатӗрленӗ. Атӑ ҫӗлеме сӑран тир, хром тир, сӳсмен-йӗнер ҫӗлеме чӗн тир, ҫӗлӗк-калпак ҫӗлеме ҫемҫе тир тунӑ.
1930 ҫулсенче патшалӑх тирҫӗсене тир тума чартарнӑ. Вӗсем пуйса каясран хӑранӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тирҫӗсем пӗрлешсе артельсем уҫнӑ. Салтаксем валли шурӑ кӗрӗксем хатӗрленӗ. 1960 ҫулсенче тирҫӗ ӗҫӗ манӑҫа тухнӑ.
Халӗ хӑшӗ-пӗри хӑй тӗллӗн тир тӑвакан пӗчӗк фабрика-мастерской уҫать. Унта ҫӗнӗ, хальхи вӑхӑтри технологипе усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енре сурӑх усрама пӑрахман-ха. Чӗрӗ тир тупса илме пулать.
Вулакана авалхи ӑсталӑх пӑрахӑҫа тухиччен тирҫӗн ӗҫ хатӗрӗсемпе паллаштарас терӗм. Словарьте тирҫӗ ӑстисен артелӗсенче усӑ курнӑ ӗҫ хатӗрӗсене кӗртнӗ. 1920-1930, 1943-1947 ҫулсенче Куславкка, Канаш тӑрӑхӗсенче тирҫӗ артелӗсем /20-30 ҫын/ ӗҫленӗ. Кайран вӗсене хупса пӗтернӗ.

Словарь

Авӑр — скоба. Скребок. Икӗ йӗплӗ авӑр. Авӑр тылӑ, авӑр хыркӑч.
Алебастр – минерал, гипс. Пурӑ евӗр шурӑ чул. Авӑртса вӗтетнӗ алебастр, гипс ҫӑнӑхӗпе стройкӑра, медицинӑра усӑ кураҫҫӗ. Шурӑ тире шуратма алебастр ҫӑнӑхне сапса, сӑтӑрса шуратаҫҫӗ.
Алса – рукавица. Тумтир ҫинчен вулӑр.
Артель – ӗҫ ушкӑнӗ. Пӗр-пӗр япалана ӑсталаса кӑларакан ӗҫченсен ушкӑнӗ.
Атӑ – сапог, сапоги, ура тумтирӗ.
Валак – колода. Савӑт, шан, пысӑк кулата. Тир шӳтермелли валак.
Витре – ведро. Савӑт. Пысӑк витре, тимӗр витре, пластмасса витри, йывӑҫ витре.
Йӗм – брюки. Сукна йӗм, тир йӗм.
Калпак – шапка, ҫӗлӗк.
Каска – колода. Тир хырмалли каска, чарак каска, тир ҫапмалли каска.
Каҫан – хребетина, ребро. Тире хырса ҫемҫетмелли шӑйрак. Хӗҫ, кӗтеслӗ тыткӑҫ.
Катка – катка. Тир шӳтермелли катка, шыв тытмалли катка. Тӗрлӗ шӗвеке тытмалли, хатӗрлемелли катка.
Кашта – перекладина, шест, жердь. Сайхах, урлӑ шалча, урлӑ патак. Тир ҫакмалли кашта. Кусла ҫинчи кашта, япаласем ҫакнӑ кашта.
Кӗл – зола. Кӑварланса ҫунса пӗтнӗ йывӑҫ юлашки. Ҫунса пӗтнӗ кӑварӑн тусанӗ. Кӗле шыва ярса пӑтратса шӳтерсе лартсан сӗлт шывӗ /щелочная вода/ пулать. Кӗл тусанне тир хырнӑ хыҫҫӑн сапаҫҫӗ.
Кӗрӗк – шуба, хатӗр тиртен ҫӗленӗ тумтир.
Кил – корыто, колода. Тир ҫумалли кил, такана.
Кислота – йӳҫек. Тир тунӑ ҫӗрте тӑвар /соляная/ кислотипе усӑ кураҫҫӗ. /Йӳҫек ҫинчен вулӑр/.
Кулата – колода. Савӑт. Тир шӳтермелли чан, кулата. Тир ҫумалли кулата.
Кусла – козлы. Хӗреслӗ чарак. Хӗреслӗ ураллӑ чараксенчен тунӑ ӗҫ хатӗрӗ. Кусла ури, кусла каски, кашти. Кашта кусли, тир хырмалли каска, чалӑш каска, тайлӑк каска.
Кустӑрма - каток, йӗтӗр, тире якатмалли кустӑрма. Пусарчӑк кустӑрма. Авӑрлӑ кустӑрма. Тӗнеллӗ кустӑрма.
Лаҫӑ – лачуга. Ҫурт. Тир лаҫӗ, ҫурчӗ.
Макӑсма – чувашский квас, нехмельное пиво. Макӑсма ҫӗпри. Тире шӳтермелли йӳҫек тунӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ.
Пичке – бочка. Шыв, тӗрлӗ шӗвек тытмалли савӑт.
Пурӑ – мел. Унӑн ҫӑнӑхӗпе тире шуратаҫҫӗ.
Пӳрнескеллӗ алсиш – перчатки.
Сава – струг. Тир сави, хыркӑчӗ. Тире ларса хырмалли сава. Ура ҫинче тӑрса хырмалли сава. Ҫаваран тунӑ сава. Хурҫӑран тунӑ сава. Кусла сава. Икӗ авӑрлӑ сава. Ураланса тӑракан сава.
Сайхах – перекладина, жердь. Кашта. Кусла урисем ҫине хывнӑ сайхах.Юпа ҫине хывнӑ сайхах. Сарай каштисем ҫине хывнӑ сайхахсем. Тир/сем/ ҫакнӑ сайхах.
Саппун – фартук
Сарай – сарай. Тирҫӗ сарайӗ. Ҫунатлӑ сарай.
Сӑра – пиво. Йуҫнӗ сӑраран йӳҫек тӑваҫҫӗ.
Сӑра ҫӗпри – дрожжи пивные. Ҫӗпрепе тире йӳҫтермелли шӗвек тунӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ.
Сӑтӑрчӑ – скребок. Хырҫӑ. Турткӑҫ, туркӑч ҫӗҫӗ, туркӑч сава, туркӑч хурҫӑ, авӑрлӑ тӑваткӑл туркӑч, туркӑч хырҫӑ.
Сӗлӗ – овес. Сӗлӗ ҫӑнӑхӗпе йӳҫӗк ҫӗприне тунӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ.
Сӗлтӗ – щелочь. Сӗлт шывӗ. Кӗл шывӗ.
Сӗтел – стол. Тирҫӗ ӗҫ сӗтелӗ. Тайлӑк сӗтел. Чалӑш сӗтел. Шыв юхса тӑмалли сӗтел.
Сӗркӗч – кисть. Тир ҫине сӑрӑ, шӗвек сӗрмелли сӗркӗч. Хур ҫунаттинчен тунӑ сӗркӗч. Лаша хӳринчен тунӑ сӗркӗч.
Ҫава – коса. Тир хырмалли ҫава, ҫава ҫӗҫӗ, ҫава хыркӑч.
Ҫавра тылӑ – мялка. Тир ҫемҫетмелли тылӑ. /Тылӑ ҫинчен вулӑр/.
Ҫекӗл – крюк. 1. Япаласем ҫакмалли ҫекӗл. Ятарласа тире туртса сармалли, ҫемҫетмелли авӑрлӑ ҫекӗл. Ун сӑмси ҫинче урлӑ тимӗр кӑткӑч, аври вӗҫӗнче йӑла-тӑлӑ пур. Ҫакнӑ тире кӑткӑччипе /хурса/ ҫаклатаҫҫӗ, йӑлӑ-тӑллине ура ҫине тӑхӑнтартса, тире таптаса туртса ҫемҫетеҫҫӗ. Малтан тире тӑрӑхла турта-турта сараҫҫӗ, унтан урлӑ ҫакса, туртса сараҫҫӗ, ҫемҫетеҫҫӗ.
Ҫӗлӗк – головной убор.
Ҫӗҫӗ – нож. Тир хырмалли ҫӗҫӗ. Вӑрӑм ҫӗҫӗ. Икӗ авӑрлӑ ҫӗҫӗ. Тир касмалли ҫӗҫӗ. Кӗске ҫӗҫӗ. Тир ҫӗҫҫи.
Ҫунатлӑ сарай – навес. Тӑватӑ енчен те хӳме тӑратман, ҫавӑрман, тӑррине /ҫунаттине/ тӑратса витнӗ лупас сарайӗ. Ҫунатлӑ сарай айӗнче тир типӗтеҫҫӗ.
Ҫурт – строения. Изба, мастерская, тирҫӗ ҫурчӗ. Тир тумалли ҫурт.
Ҫурт умӗ – сени. Ҫенӗк, пӑлтӑр. Ҫурт умне лупас тӗртӗнсе тӑрать. Ҫурт умӗнчи лаҫ.
Такана – корыто. Савӑт. Тире чӳхесе ҫумалли савӑт.
Тӑм – глина. Тӑмран шӗвек, тӑм кӗселӗ тӑваҫҫӗ. Тӑм кӗселне /растворне/ сӗрсе, типӗтсе тир ҫинчи ҫӑма тасатаҫҫӗ.
Тӗрткӗч-турткӑч – струг. Хыркӑч. Тӑрӑхла тӑваткал ҫӗҫӗ, сава.
Тир – шкура. Мех, кожа. Тунӑ тир. Чӗрӗ тир, сурӑх тирӗ, ӗне тирӗ, пӑру тирӗ, лаша тирӗ, качака тирӗ, сысна тирӗ, йытӑ тирӗ, кашкӑр тирӗ, тилӗ тирӗ, мулкач тирӗ, сӑсӑр тирӗ. /Суту-илӳри тир ячӗсемпе тумтир словарӗнче паллашӑр/.
Тир каски – колода. Тир хырмалли каска, тир ҫапмалли каска, тир ҫемҫетмелли каска.
Тир тӑвакан – овчинник, кожевник, тирҫӗ. Тир тумалли ӗҫе пӗлекен.
Тирҫӗ – тир тӑвакан. Тирҫӗ ялтан яла тир туса ҫӳрет. Тутар тирҫи, ирҫе /эрзя/ тирҫи, чӑваш тирҫи.
Тир хулли – битка. Хулӑ патакӗ. Унпа ҫапса тире ҫемҫетеҫҫӗ. Хулӑпа ҫапса тир ҫинчи тӑма силлеҫҫӗ.
Тир хуранӗ – котел. Шыв ӑшӑтмалли хуран.
Тир чанӗ – чан. Тире пусарса е ҫакса шӳтермелли чан.
Тукмак – колотушка. Тир ҫапмалли тукмак. Тир ҫинчи типнӗ тӑма ҫапса тасатмалли хатӗр.
Тунката – колода. Каска. Тире хырмалли тунката, чараклӑ тунката, чалӑш тунката, ҫӗр ӑшне чакаласа лартнӑ тунката.
Тумтир – одежда. 1. Тирҫӗ тумтирӗ – ҫӗлӗк, тир кӗпе, тир саппун, тир йӗм, тир атӑ, тир алса. Пӳрнескеллӗ алса. Катан пиртен ҫӗленӗ тумтир, тир саппун, тир атӑ. 2. Тир кӗрӗкрен ҫӗленӗ тумтир. 3. Кулленхи тумтир.
Турткӑҫ – растяжной инструмент. Тире туртса сармалли хатӗр.
Тылӑ – мялка. Тире тылласа ҫемҫетмелли хатӗр.
Тура – чесалка, шӑрт, пысӑк шӑллӑ тура. Турапа тир ҫинчи ҫӑма тураса якатаҫҫӗ, хӑпартаҫҫӗ. Чӗрнеллӗ тура, тимӗр тура. Кӗрепле тура. Картлашкаллӑ ураллӑ сава.
Ураллӑ хыркӑч – скоба. Ункӑлла хыркӑч.
Ураллӑ сава – скребок на скамейке. Нимӗҫ сави. Сак ҫине тирсе лартнӑ сава, хыркӑч.
Хачӑ – ножницы. Тирҫӗ хаччи. Тирҫӗ хачӑпа тир ҫинчи ҫӑма кӗскетнӗ.
Хӑлӑп – скоба. Тир хырмалли, якатмалли хӑлӑп.
Хром – хими элеменчӗ. 1. Ҫут ҫанталӑк япали, чулӗ. 2. Хром хутӑшӗнчен тунӑ сӑрӑ. 3. Хром сӑррипе сӑрланӑ тир.
Хулӑ – битка. Хӑва хуллинчен касса тунӑ ҫапкӑч. Тире шаккамалли патак, хӑва. 1,5-2 м таран пулать.
Хуп, хупӑ – кора. Тире сӑрламалли, пӗветмелли. Тир сӑррине тума ҫамрӑк юман, хурама, чӑрӑш, хӑва, йӑмра хупписене сӳсе хатӗрлеҫҫӗ.
Хӗскӗч – клещи. Тире тытмалли, ҫемҫетмелли йывӑҫ авӑрсенчен тунӑ хӗстӗрме.
Хыркӑч – скребок. Тимӗртен, хурҫӑран ятарласа тунӑ тир ҫине, ҫу парне, ҫурхахне сӳмелли ӗҫ хатӗрӗ. Тире хырнӑ ҫӗрте усӑ куракан вӑрӑм ҫӗҫӗ. Икӗ авӑрлӑ ҫӗҫӗ, сава ҫӗҫӗ. Утӑ ҫулакан ҫава, тӗрлӗ каскӑч ункӑ.
Чан – емкость. Пысӑк савӑт /1-3 м3/. Тир шӳтерекен чан. Шыв тытакан чан.
Шан – пысӑк валак евӗр савӑт. Тире хурса ҫума тӑваткал шан тунӑ.
Шӑрт – щетка. Тир ҫинчи ҫӑма чавса уҫмалли хатӗр.
Шыв сӗлкӗшӗ – раствор. Тӗрлӗ ирӗлчӗк ярса хутӑштарнӑ шыв.
1. Халӗ ӑна тӑвар /аккумулятор/ йӳҫекне ярса хутӑштарса тӑваҫҫӗ.
2. Авал ятарлӑ ҫӗпре йӳҫекне туса хатӗрленӗ.
Пӗр витре шыва /20-25 градус ӑшӑ/ пӗрер савук ыраш ҫӑнӑхӗ, сӗлӗ ҫӑнӑхӗ янӑ. Ун ҫине макӑсма е сӑра ҫӗприне /катка тӗпӗнчи ирӗлчӗке/ тата тӑвар янӑ.
Йӳҫсе тӑракан сӗлт шывӗпе, сӗтел ҫине сарнӑ тирсене ҫара енчен сӗрнӗ. Вӗсен хӗррисене тӑваткӑлласа пӗр-пӗрин ҫине хунӑ. Кунне икӗ хут "кайри-мала" туса сӗрсе купаласа йӳҫӗтнӗ. Тӑватӑ кунран хӑпарса ҫемҫелнӗ тире пӗрер сехет шывра шӳтерсе ҫунӑ, типӗтме ҫакнӑ. Халӗ тирсене тумтир ҫумалли порошок янӑ шывпа шӳтерсе ҫӑваҫҫӗ.
Щетка – шӑлса тасатмалли хатӗр.

Усӑ курнӑ литература:

Н.И.Ашмарин - 17 томлӑ Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки.
Чӑвашла-вырӑсла словарь, 1982 ҫ.
Русско-чувашский словарь, 1971 ҫ.
В.Бродов., В.Викторов – Скорняжное дело, М., 1992 ҫ.
Н.В.Булгаков – Меховое производство. Екатеринбург, 1992 ҫ.
Ф.Давыдов. Скорняжное дело. С.-Петербург, 1992 ҫ.
А.С.Никандров, А.Е.Шадрин – Хромовое дубление... С.-Петербург, 1992 ҫ,
А.П.Поелуева. Обработка шкурок. М., 1994 ҫ.

Ҫӑлкуҫ

Словаре «Хыпар» хаҫатӑн 2008 ҫулта тухнӑ 117-118№ кӑларӑмсенчен илнӗ


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-06-26 11:23:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6102 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем